Сывлăх- чи хаклă пурлăх
Сывлăха сутăн илеймĕн
Ваттисен сăмахĕ
Чи хакли ҫыншăн-пурнăҫ. Сывлăха упрасси- кашни ҫыннăн тивĕҫĕ. Кĕлеткене ырă-сывă упрас тесен нумай тăрăшмалла.
Мĕн-ха вăл сывлăх? Мĕнле майпа упраса хăварма пулать-ха ăна? Мĕншĕн ҫын хăйĕн сывлăхне ҫухатма пултарать?
Ученăйсем каланă тăрăх, сывлăх тенине акă мĕнле ăнлантараҫҫĕ: « Этем сывлăхĕ- чир ҫукки, ҫын хăйĕн мĕн пур биологи тата социаллă тĕшне (пултарулăхне) кăтартма пултарни.
Сывлăх пире ҫут ҫанталăкра та, обществăра та ирĕклĕх парать. Сывлăхлă ҫын чупма та, ĕҫлеме те, юрлама та, ташлама та пултарать. Сывлăхлă ҫын- ирĕклĕ ҫын. Чирлесен этем хăйĕн ирĕклĕхне ҫухатать. Чирленĕ вăхăтра ниепле ытти чухнехи пек ирĕклĕ пурăнаймастăн: шкула ҫӱрейместĕн, урама тухаймастăн, юратнă кĕнекене те алла тытаймастăн. Чирлесен ҫынна питĕ кансĕр.
Шел пулин те, 21 ĕмĕрте наукăпа медицина ҫӱллĕ шая аталанса ҫитнĕ вăхăтра та ҫĕр ҫинче хăрушă чирсем пур-ха. Вĕсенчен пĕри туберкулез. Туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна пуш уйăхĕн 24-мĕш тесе йышăннă. Кашни ҫулах пуш уйăхĕнче «Шурă чечек » акци иртет. Шкулсенче, вĕренӱ заведенийĕсенче тĕрлĕ тĕл пулусем, мероприятисем иртеҫҫĕ.
Ачасен те ҫак чирпе чирлесе каяс хăрушлăх пур. Туберкулез ерекен чир пулнине кашни ҫыннăн пĕлсе тăмалла. Вăл микробактерирен аталанать, ӱпкесене, шăмăсене, куҫа, ӱт- тире, тĕртĕмсене, шăк ҫулĕсене сиенлет. Туберкулез патаккисем питĕ чĕрĕ, тусанра вĕсем 3 уйăх, тăпрара , шывра, нӱрĕ те тĕксĕм пӱлĕмсенче ҫулталăк таранах пурăнаҫҫĕ, сивве ҫăмăллăннах чăтаҫҫĕ. Анчах вĕрине чăтаймаҫҫĕ, хĕвел вĕсене 1-2 сехетрех тĕп тăвать.
Ҫак чирпе чирлесе каяс мар тесен харпăр-хăй гигиенине пăхăнмалла. Кашнин хăйĕн савăт-сапи , уйрăм пит шăлли, шăл щеткипе усă курмалла.
Чирлесе кайсан та ҫын хăйне малтан аванах туять: ĕҫлет, спорт вăййисене те хутшăнма пултарать. Туберкулез ăнсăртран палăрсан- ӱпкерен юн кайма е юнлă сурчăк тухма пуҫласан кăна врач патне ҫул тытаҫҫĕ. Ҫын туберкулезпа чирлесен хăй вăйран кайнине, температура ӱснине, тарланине, час ывăннине асăрхать. Ҫавăнпа ҫак пулăмсен палăрсанах ним тăхтамасăрах врач патне каймалла.
Пути оптимизации лабораторной диагностики туберкулеза
... инструментом в лабораторной диагностике туберкулеза, они позволяют определять в организме больного присутствие возбудителя туберкулеза. Если бактериовыделение не удается выявить, а клинически исключить туберкулез не представляется возможным, могут быть использованы цитогистологические ...
Туберкулез вăрттăн иртнине вăхăтра тупса палăртма 15 ҫула ҫитнĕ ҫамрăксене тата унран аслăраххисене флюрографи мелĕпе тĕрĕслеҫҫĕ. Ман шутпа, кашни ҫыннăн хăйне тĕрĕслеттермелле. Шкул ачисене вара кашни ҫулах Манту лартаҫҫĕ. Ҫавăн пекех прививкасем тăваҫҫĕ. Ҫак йĕркесене пăхăнса тăрсан ачасен туберкулезран сыхлакан иммунитет ҫителĕклĕ пулать, чирлес хăрушлăх та пулмасть.
Ырă-сывă ӱсес тесен вăхăта ытларах уҫă сывлăшра,ҫут ҫанталăк ытамĕнче ирттерме тăрăшмалла. Витаминсем ҫитмесен те сывлăх хавшама тытăнать. Ҫавăнпа та тутлăхлă апат ҫимелле. Сĕт-турăх, ҫăмарта, аш, пахча-ҫимĕҫ, улма-ҫырла ҫителĕклĕ ҫимелле.
Йĕркеллĕ пурăнма, йăнăш тăвасран сыхланма атте-анне, учительсем, кĕнекесем асăрхаттараҫҫĕ, вĕрентсе калаҫҫĕ. Ҫамрăк ĕмĕр иккĕ килмест теҫҫĕ ваттисем. Ҫамрăкранах сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнни пулас пурнăҫăн ҫирĕп никĕсĕ пулса тăрать.